Муниципальное автономное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики
В.П. Галошевăн «Аслă Пăла тăрăхĕнчи вунă ял» («Десять деревень. Зведы над большой Булой») черетлĕ кĕнекен хаклавне йыхравлатпăр
23 октября 2024
Встречи
В.П. Галошевăн «Аслă Пăла тăрăхĕнчи вунă ял» («Десять деревень. Зведы над большой Булой») черетлĕ кĕнекен хаклавне йыхравлатпăр
Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Елчĕкри теп вулавӑшăн вулав залĕнче Владимир Галошевăн «Аслă Пăла тăрăхĕнчи вунă ял» («Десять деревень. Зведы над большой Булой») черетлĕ кĕнекен хаклавĕ иртет. Çак кĕнекере эпир Аслă Пăла ял тăрăхенчи 10 ял çинчен каласа паракан кĕнекепе паллашма пуçтарăнăпăр.
10 ял пĕр пĕринпе питĕ тачă çыхăннă. Совет союзĕн вӑхӑтӗнче 30 ҫул ытла вӗсем "Победа"ятлӑ пӗр ялхуҫалӑх пӗрлешӗвӗнче пулнӑ. Ялсем Аслă Пăла юханшывĕ тавра вырнаҫнӑ.
Çак кĕнекере çынсен шӑписене 3-мӗш е ытти ӑрусен тӑван ҫыхӑнӑвӗсене тупма пулать. Савăн пекех çак кĕнеке тавралăхри 10 ялăн историллӗ событисем, паллӑ вырӑнсем тата таврари ҫынсем ҫинчен каласа парать.
Вулакансене пурне те 10 сехет тĕлне тĕп вулавăшра кĕтетпĕр.
Дата проведения мероприятия: 25.10.2024
Место проведения: Центральная библиотека Яльчикского МО
Количество показов: 108